Дмитрий Евдокимов летчикăн ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, вĕсем тивĕҫлĕ ывăл ҫитĕнтернĕшĕн пуҫ таятпăр. Дмитрий пурнӑҫа питӗ юратакан, пирӗн пӗтӗм ентешӗмӗрсен мирлӗ пурнӑҫӗшӗн хăйне шеллемесĕр пуҫ хума хатӗр ҫын пулчĕ. Чи лайӑххисенчен чи лайӑххисем шутланакан ҫамрӑксем, мал ĕмĕтлĕ паттăрсем хӑйсене шеллемесӗр ыттисене хӑйсем хыҫҫӑн ертсе пыраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин профессине суйласа илекен ҫынсене пул…






